Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судйине Вячеслав Романова ӗҫрен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе кӑларнӑччӗ.
Аса илтерер: Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑччӗ. Тӗнчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан тытнӑ та сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ.
Хӑйне судьяра ӗҫлеттерме чарнипе килӗшмесӗр Романов республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Йышӑну тӑвиччен самай канашланӑ хыҫҫӑн унтисем ӗҫтешне майлӑ пулман.