Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта «Трак ен» ентешлӗх уявӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.03.2011 09:58 | 2066 хут пӑхнӑ

Пушӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗп хулари ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Унта хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ кунти тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хуракан ентешсемпе ветерансем, ҫавӑн пекех районти ял тӑрӑхӗсен делегацийӗсем ҫӗршерӗн пухӑнчӗҫ.

Уява ентешлӗх ертӳҫи А.Н. Львов уҫрӗ, кӗскен правлени туса пыракан ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Сӑмах май, Шупашкарти ентешлӗхсенчен — «Трак ен» чи малтан ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ. 80 ҫул ытла каялла ӑна пирӗн кунта пурӑннӑ ентешсем пуҫарса янӑ пулнӑ.

Пухӑннисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров ӑшшӑн саламларӗ. Кирек мӗнле мероприятисем те унта ентешлӗх хастарӗсем хутшӑнмасӑр иртменнине палӑртрӗ, малашне те ҫаплах пулассине шантарса ырӑ сунчӗ.

Ӗҫтешӗсене саламлама кӳршӗллӗ районсен ентешлӗх ертӳҫисем те килнӗ. Кашниех Трак ен ҫыннисене хӗрӳллӗн саламласа парнесем пачӗҫ. Вӗсем хушшинче А.И. Кипеч (Канаш), В.А. Иванов (Элӗк), Г.П. Матвеев (Ҫӗмӗрле), В.А. Федоров (Вӑрнар), Н.Д. Григорьев (Ҫӗрпӳ). Вӗсем пурте пӗрле туслӑн килӗштерсе ӗҫлеме алӑ тытсах ҫирӗплетрӗҫ.

Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ ячӗпе хамӑр районти Еншик Чуллӑ ялӗнчен тухнӑ В.К. Яковлев юрист саламларӗ. Вӑл Шупашкарти ентешлӗх ертӳҫисене А.Н. Львовпа В.С. Николаева, В.И. Николаева мухтавлӑ космонавтӑмӑр Андриян Николаев медалӗпе чыс турӗ, нумайӑшне тав хучӗсем пачӗ.

Ентешлӗх ертӳҫи А.Н. Львов вара ҫак юбилей ячӗпе кӑларнӑ медальпе тата Хисеп грамотипе вуншар ҫынна чысларӗ. Вӗсем хушшинче хамӑр районта ӗҫлесе пурӑнакансем те пур. Ытти наградӑсем те чылай пулчӗҫ. Тӗслӗхрен, «Таябинка» агрофирма ертӳҫи А.П. Афанасьев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Хамӑрӑн сумлӑ ентешсем Л.А. Леонтьев (Шупашкар), В.Г. Тимофеев (Ҫӗнӗ Шупашкар), хӑйсен хастарӗсене, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров вара унти пултаруллӑ ҫынсене Тав хучӗсемпе парнесем парса чыс турӗҫ.

2010 ҫулшӑн районти Нестер Янкас ячӗллӗ премине ентешлӗхӗн икӗ ӗҫченӗ тивӗҫнӗ. Пӗри — Чӑваш халӑх художникӗ К.В. Владимиров (Нимӗчкассинчен), тепри — В.А. Александров (Малти Карӑкран). Лауреат дипломне тата Нестер Янкас медальне асӑннӑ ӳнерҫӗсене преми парас енӗпе ӗҫленӗ комисси председателӗ Н.Г. Ершов пачӗ.

Уяв сцени ҫинче пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрӑҫсемпе сӑвӑҫсем черетленсе илемлӗ сассисемпе савӑнтарчӗҫ. Чи пысӑк ушкӑн — газ уҫлакан станци клубӗн. Кунти «Раштав» халӑх музыкин ансамблӗпе ачасен ташӑ ушкӑнӗсем уяв пуҫламӑшӗнче те, вӗҫӗнче те пухӑннисен кӑмӑлне уҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех районти халӑх пултарулӑх ҫурчӗн «Хавал» купӑсҫӑсен ушкӑнӗ, «Трак ен» фольклор ансамблӗпе вокалистсен «Кӑмӑл» ушкӑнӗ», Кӗҫӗн Шетмӗрен пынӑ ҫамрӑк ташӑҫсем, Шупашкарти паллӑ эстрада юрӑҫисем В. Леонтьев (Карай), Л. Афанасьева (Ванюшкасси), Ф. Васнар (Васнар), Г. Шадрина (Вӑрманкас Шетмӗ), М. Турингепе В. Тарават пӗрер юрӑпа тухрӗҫ. Хамӑр районти С. Данилова, Г. Яковлевпа Л. Михайлова (ачасен искусство шкулӗ) юрӑҫсене те хапӑл турӗҫ. Р. Андреева (Упи) учительница-ветеран, Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗнчи Е. Козлова вӗренекен пирӗн чаплӑ ентешӗн — Чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн сӑввисене пӑхмасӑр витӗмлӗн каларӗҫ. Аслӑ поэтӑмӑра райпо ертӳҫи А. И. Дмитриева хаклӑ парне пачӗ.

Уяв, паллах, спонсорсем пулӑшмасӑр иртмен. Юлашкинчен вӗсене пурне те сцена ҫине кӑларса «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи А.Н. Львов чӗререн тав турӗ, Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.

Сӑнӳкерчӗксем

#Шупашкар, #Красноармейски районӗ, #ентешлӗхсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем