Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнӑччӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑччӗ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес килменнипе сенӗкпе хӑлаҫланнӑччӗ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗнпе пӗр вӑхӑталли арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫнине йышӑннӑччӗ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан виллене вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.
Судпа психиатри тӗпчевӗ купӑсҫӑ психика чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Ҫавна пула ӑна сипленме ирӗксӗр ӑсатнӑ.