Шупашкарта пурӑнакан пӗр каччӑ ҫар техникине контрабанда мелӗпе ют ҫӗршыва ӑсатма хӑтланнӑ. 24-рискер тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Мускав районӗнчи суд кӑларнӑ йышӑну тинех саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Каччӑ каҫхине курмалли прибор тата стрелоксен хӗҫ-пӑшалӗ валли прицел саккунлӑ мар майпа туяннӑ. Ку хатӗрсем, сӑмах май, ҫар тӗллевӗллӗ шутланаҫҫӗ. Ҫавсене каччӑ Интернетра пӗлтерӳ парса сутма хӑтланнӑ. Илес текенсем те тупӑннӑ: Японирен, Китайран тата Канадӑран. Анчах таможньӑра тавара тытса чарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, контрабандист тесе каччӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗпех ӗҫ пуҫарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттармалла тунӑ.