Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Трак енре «Янкас вулавӗсем» иртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Зинаида Михайлова 06.03.2017 18:55 | 1451 хут пӑхнӑ
Культура
Нестер Янкас вулавӗсен баннерӗ
Нестер Янкас вулавӗсен баннерӗ

Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗ, районти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ, Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ пуҫарнипе Нестер Янкас ентеш-поэта тата 2017 ҫулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Тухса калаҫакансем (пурӗ 27 ҫын: Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн пайташӗсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем) Нестер Янкас тата 14 юбилярӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Юбилярсем: Василий Васькин, Борис Романов, Николай Ершов, Николай Карай поэтсем, Георгий Тусли, Виктор Данилов журналистсем, Вилорик Романов, Николай Филимонов композиторсем, Дмитрий Александров таврапӗлӳҫӗ, Зоя Ананьева юрӑҫӑ, Раиса Федорова артистка, Дмитрий Иванов учӗнӑй, Александр Кириллов тухтӑр тата Александр Сымокин общество деятелӗ. Кусем пурте ятлӑ-сумлӑ, пултаруллӑ, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем. Хамӑрӑн Трак ен ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ, район историне пуянлатса пынӑ тата пыракан талантлӑ ҫынсене пирӗн тивӗҫлипе хакламалла, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсемпе мухтанмалла, вӗсен ятне ҫӗклесе пымалла. Ҫак тӗллевпе иртрӗ те ӗнтӗ «Янкас вулавӗсем» конференци.

Тухса калаҫакансем тӗплӗн хатӗрленни, хӑйсем суйласа илнӗ темӑна тарӑннӑн тишкерсе ҫутатса пани, ентешсем ҫинчен мӑнаҫланса калаҫни питӗ савӑнтарчӗ. Хӑйсен калаҫӑвне мультимедиллӗ презентацисемпе, асаилӳсемпе, юрӑсемпе, сӑвӑсемпе пуянлатни пушшех те кӑмӑла ҫӗклерӗ. Тӑватӑ сехете пынӑ конференци сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Мӗншӗн тесен кашни тухса калаҫакана итлесе ларма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Хамӑр юратнӑ ентешсем ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлтӗмӗр.

Ӑслӑлӑх конференцине Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова йӗркелесе пычӗ. Самантпа усӑ курса ҫак кунсенче хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ Виктор Данилов журналиста Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ. Николай Ершов ентеш-поэт хӑйӗн ятарлӑ премине ку хутӗнче Туҫи Чуракасси ялӗнче пурӑнакан районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн общество корреспондентне Аврам Николаева пачӗ.

Конференцие хутшӑннисем «Янкас вулавӗсене» кашни ҫулах ирттерме, унта Чӑваш енре пурӑнакан ытти ентешсене, ҫитес ҫулхи юбилярсемпе вӗсен тӑванӗсене чӗнсе йыхравлама йышӑнса хӑварчӗҫ, конференцире тухса калаҫнисен материалӗсене кӗртсе кӗнеке пичетлеме палӑртрӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #культура, #конференцисем, #Тури Чуракасси, #премисем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем