Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Капкӑн» журнал 100 ҫула пурӑнса ҫитӗ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.03.2017 21:14 | 8001 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ «Видеотавлашу» йӗркелерӗ. Унта та, кайран та, «Капкӑн» тавра сас-хура тухма пуҫларӗ — имӗш вӑл питӗ тӑкаклӑ, ӑна кӑларма укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр, ҫавна пула журнала кварталта пӗрре кӑларма пуҫлас шухӑшлӑ. Кунашкал сас-хура тавра чӑваш халӑхӗн пӑшӑрханмасӑр иртме май ҫук, ҫавна май ҫӗнӗ редактор ларнине кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн эпир ятарлӑ статья хатӗрлес терӗмӗр.

«Капкӑн» журналӗн кун-ҫулне илес пулсан, вӑл 1925 ҫулта пуҫланнӑ. Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Никӗслекенӗ тата яваплӑ секретарӗ пулса 15 ҫул хушши Иван Мучи тӑрӑшнӑ. Малтанхи ҫулсенче уйӑхра икӗ хутчен тухнӑ, 1932 ҫултанпа — пӗр хут. 2004–2007 ҫулсенче журнала «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларнӑ, кайран тепӗр 6 ҫул — «Хресчен сасси» издательство ҫурчӗ. 2013 ҫултанпа, чӑвашла кӑларӑмсене пӗр издательство ҫуртне пухсан, «Хыпар» ИҪ кӑларать.

Ытларах ӗнтӗ ҫак журнала, ытти хаҫат-журналсене пекех, тиражӗшӗн хурлаҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче вал мӗнле пулнине тишкерес терӗм. Эп хам ҫак журнала 2008 ҫулта ҫырӑнма пуҫласа (Кунта — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланма пуҫланӑ вӑхӑта калатӑп. Паллах, ача чухне те ҫак журнала пирӗн ҫемье ҫырӑнса илсе). 2008 ҫулта ун тиражӗ 1435 пулнӑ, 2009 ҫулхи номер 1563 экземплярпа тухнӑ. 2010 ҫулта тиражӗ тата та пысӑкрах — 2141. 2011 ҫулта вара тиражӗ аннӑ — 1723-е ҫитнӗ. Ҫавах та 2012 ҫулта каллех икӗ пинрен иртнӗ — 2010 экземпляр. 2013 ҫулхи номерсем ман курӑнмаҫҫӗ… 2014 ҫулта вара, редакторта Валерий Туркай ларнӑ чухне тираж 1425 пулнӑ (эп чӳк уйӑхӗнчине пӑхрӑм; утӑ уйӑхӗнчинче, А. Леонтьев вӑхӑтринче — 1749 тенӗ). 2015 ҫулта тираж 1405 шутланнӑ. Пӗлтӗрхи тираж 1300. Пӗтӗмӗшле пӑхсан журналӑн тиражӗ 9 ҫул хушши ытлашшиех улшӑнман. Пысӑкланнӑ, чакнӑ, хӑпарнӑ, аннӑ… Паллах, кунта тӑкаксен уйрӑмлӑхне шута илмелле. 2008 ҫултанпа хут хакӗ те, почта тӑкакӗ те самаях ӳсрӗ. Ун чухне кирлӗ пулнӑ укҫапа хальхипе танлаштарма йывӑртарах пуль.

«Капкӑн» журналпа мӗн пулса иртни ҫинчен «Хыпар» издательство ҫуртӗнчисем нимӗн те калас темерӗҫ. Сӑмах хушасран пӑрӑнчӗҫ (кун пирки уйрӑм статья пулӗ). Ҫапла май, чӑннипе мӗн пулса иртнине вӑхӑт иртнӗ май ҫеҫ пӗлме пулӗ. Ӑна хупӗҫ-и... е кварталта пӗрре кӑларнипе ҫырлахма пуҫлӗҫ — вӑхӑт кӑтартӗ. Малалла мӗнле пулассине иккӗмӗш ҫурҫула ҫырӑнтарма пуҫласан пӗлӗпӗр. Хальлӗхе уйӑхне пӗрре тухса тӑрать. Ҫавах та журнал шӑпи пирки илнӗ интервьюсемпе сире паллаштарас килет.

Николай Ишентей, «Капкӑн» журнал редакторӗ

— Николай Петрович, «Капкӑн» журнал тем тесен те «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗ ҫеҫ мар, чӑваш халӑхӗн, чӑваш культурин пуянлӑхӗ шутланать.

— Тӗрӗс. Кӑҫал, журнала кӑларма пуҫланӑранпа 92 ҫул ҫитет. 2015 ҫулта эпир (ун чухне тӗп редакторта Валерий Туркай ӗҫлетчӗ) «Капкӑнӑн» 90 ҫулне турӑмӑр. Ӑна эпир Красноармейски районӗнче ирттертӗмӗр. Трак тӑрӑхне суйланин сӑлтавӗ — унта журнал редакторӗсенчен пӗри ҫуралса ӳснӗ. Калас пулать, уявӗ лайӑх пулчӗ. Эсир тӗрӗсех асӑрхарӑр, «Хыпар» хаҫат уҫман ӑна, вӑл ӑна хупма та пултараймасть. Ку унӑн компетенцине кӗмест. Эп «Капкӑн» журналӑн редакторӗ пулин те, никам та манпа виҫ сӑмах та сӳтсе явман. Юрӗ, эп редактор кӑна пултӑр. Унсӑр пуҫне пирӗн пин ытла вулакан пур, ҫырӑнакансем пур вӗт. Вӑт халь вӑл 1215 экземплярпа (2017, кӑрлач) тухать. Ку вӑл — пӗтӗмпех «Раҫҫей Почти» урлӑ ҫырӑннисем. Вӗсенчен пӗр 300 ытла — республика тулашӗнчен ҫырӑннисем. Апла-тӑк, вулакансем ун пур. Кунта пирӗн подписчиксен тиражӗ кӑна. 1200 ытла ҫын кунта «ҫук» вырӑнӗнче мар ӗнтӗ.

— Кунта, журналта, «уйӑхра пӗр хутчен тухать» тенӗ…

— Тӗрӗс, хальлӗхе уйӑхра пӗр хутчен тухать.

— Ҫавах та сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх журнала кварталта пӗрре кӑларас шухӑшлӑ. Ку тӗрӗс-и?

— Манпа калаҫман. Каҫар та, эп ку ыйту ҫине хуравлаймастӑп.

— «Капкӑнӑн» йывӑрлӑхсем пур-и? Сӑмахран, авторсем ҫителӗклӗ-и?

— Авторсем ҫырсах тӑраҫҫӗ, хайлавсем килсех тӑраҫҫӗ. Халь электронлӑ адрес та пур — ун урлӑ та ярса параҫҫӗ. Калавсем республика тулашӗнчен те килеҫҫӗ. Хӑйсем килекенсем те пур. Сӑмахран, нумаях пулмасть пӗр ҫын Кемӗр тӑрӑхӗнчен килсе кайрӗ. Хӑй вӑл 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне ҫемье унта куҫса кайсан тухса кайнӑ. «Эп чӑвашла ҫырма та калаҫма та пӗлетӗп. «Капкӑн» журнала ҫырӑнса илетӗп, вулатӑп», — тет. Хӑй те темиҫе материал илсе килсе пачӗ. Тепӗр май каласан, ҫырма интересӗ пур. Ҫавӑн пек ҫынсем сахал мар. Республика тулашӗнчен — Пушкӑртран, Чӗмпӗртен пур, Самар тӑрӑхӗнчен те ҫыракансем пур.

— Тен, материал вырнаҫтарассипе йывӑрлӑхсем пур, журналта вырӑн ҫителӗклӗ-и?

— Ӗлкӗрсе пыратӑп. «Ӗлкӗрейместӗп», — тесе нихҫан та каламан.

— Тепӗр май каласан авторсем ярса панӑ ӗҫсемпе журнал калӑпӑшӗ пӗр-пӗринпе шайлашса тӑраҫҫӗ? Ни сахал мар, ни ытлашши мар?

— Шайлашӑнса тӑраҫҫӗ. Сахал пулсан эп хам та ҫыратӑп. Ҫитмерӗ пулсан вырӑнти авторсем те пулӑшаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, «Хыпарта» ӗҫлекенсем те тепӗр чухне хӑйсен статйисене параҫҫӗ. Мана пулӑшаҫҫӗ. Пӗрле ӗҫлекенсем, ӗҫтешсем мана пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Эп вӗсемпе кӑмӑллӑ.

— Тавах калаҫушӑн.

Алексей Леонтьев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн экс-редакторӗ

— «Капкӑн» журнал вӑл чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗ шутланать. Ҫырӑнакансем сахалланине пула, е укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула, е урӑх сӑлтавсене пула «Хыпар» издательство ҫурчӗ ӑна кварталта пӗрре кӑларас шухӑшлӑ. Сас-хура ҫапла ҫӳрет. Кун пирки мӗн шутлатӑр?

— Укҫа вӑл нихӑҫан та ҫитмест. Унӑн бюджечӗ яланах чухӑн пулнӑ. Анчах та укҫа ҫитмест тесе наци культурин никӗсӗнче тӑракан хаклӑхӗсемпе суту-илӳ тумалла мар. Пирӗн, паллах, «Капкӑн» журнала кӑларма чарӑнмалла мар. Вӑл чи ватӑ журналсенчен пӗри, 1925 ҫулта тухма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та ӑна кӑларма чарӑнсассӑн вӑл хӑйнеевӗрлӗ прецедент та пулма пултарать. Малтан пӗрине пӗтеретпӗр, кайран — теприне. Ун пек пулсан вара пурӑна киле «Хыпарне» те хупма тивет. Вара мӗнпе юлатпӑр эпир? Ҫавӑнпа та ман шутпа унта укҫа-тенкӗ перекетлессине пӑхмалла мар, «Капкӑнне» хӑвармаллах ӑна.

— Николай Ишентейпе калаҫрӑм та вӑл танлаштарса кӑтартрӗ. Тутарсен ҫакнашкал кулӑш журналӗ мӗнле тиражпа тухать тата «Капкӑн» журнал. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхне илес пулсан пирӗн «Капкӑна» ытларах ҫырӑннӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кӑларӑма танлаштарсан — тутарсенне виҫӗ экземпляр ытларах ҫырӑнса илнӗ. «Капкӑнӑн» — 1215, «Чаянӑн» — 1218. Йышне кура тутарсен тиражӗ пӗрре те пысӑк мар, пӗчӗкрех те. Ҫавах та вӗсем ӑна хупасси пирки сӑмах пуҫламаҫҫӗ. Пирӗн халӑхшӑн ҫак 1215 экземпляр нумай-и е сахал?

— Паллах, сахал вӑл. Нумай теме ниепле те пулмасть. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем 70-шер пинпе тухнӑ. Ҫавах та самана халь урӑхланчӗ. Мӗн пирки сӑмах пырать? Тираж пӗчӗк-и, пысӑк-и... Чи кирли — пӗтерме юрамасть! Пӗтерме ҫӑмӑл. Эпир туман вӑл журнала. Ӑна пирӗн классиксем никӗсленӗ. Иван Мучи, калӑпӑр. Ҫавӑнпа та паллӑран та паллӑ ҫыравҫӑсем никӗсленӗ журнала паян пӗтерни вӑл — чӑваш халӑхӗ умӗнчи пысӑк ҫылӑх пулать. Унпа нумай укҫа перекетленӗ-и? Калӑпӑр пӗр километр ҫул сарма миҫе миллион кирлӗ? Ахӑртнех вӑл, «Капкӑн» кӑларма бюджетран каякан укҫа, пӗр километр сармалли укҫан темиҫе пинмӗш пайӗ кӑна. Вӑл питӗ пӗчӗк укҫа. Ҫавӑнпа та наци культурин пуянлӑхӗсемпе унашкал выляма кирлӗ мар.

— 1925 ҫулта тухма пуҫланӑ журнал тепӗр сакӑр ҫултан 100 ҫул тултарать. Ҫавах та 100 ҫула ҫитейӗ-ши вӑл?

— 100 ҫула ҫеҫ мар, 150 ҫула ҫитермелле. 200 ҫула та ҫитермелле. Темле пулсан та кӑларса тӑмалла.

Валерий Алексин, журналист

— «Капкӑн» журнала эсир мӗнле хакланӑ пулӑттӑр?

— Тӑван яла кайсан ялан алла «Капкӑн» журнал тытатӑп. 15–20 ҫул каялла тухнӑ номерсене купипех пуҫтарса хунӑ. Тӑраниччен кулатӑп хӑш-хӑш фельетонсемпе калавсене, кӗске кулӑшсемпе сӑвӑсене вуласан. Ним те калаймӑн, пултарнӑ! Милици начальникӗнчен те, прокурортан та, район пуҫлӑхӗсенчен те хӑраман. Тӳррипех калар, унтан ҫӳлерех хӑпарман. Ку ӗҫе ун чухне Мускавра тухакан хаҫат-журнал туса пынӑ.

Хальхи «Капкӑн» ни култараймасть, ни тарӑхтармасть. Анаслаттарать кӑна. Шӑлӗсем мӑкалнӑ «Капкӑнӑн», мӑкалнӑ кӑна мар, катӑлса ӳкнӗ. А. Леонтьев каҫӑрӑлса ларнӑ чухне «нимле хушамат та асӑнмалла мар» тесе вӗрентетчӗҫ авторсене. Коммунальщиксем алхасса кайрӗҫ, коррупци «пушарӗ» ялкӑшать, «пирамидӑсем» халӑха ҫаратаҫҫӗ. Лӑпкӑн ларас текенсен пӗр юрӑ: «хушаматсене асӑнмалла мар». «Сухаллӑ» кулӑшсемпе вулакана мӗнле ҫавӑрӑн! Ҫапла ҫултан ҫул ҫине тӑрса хавшатрӗҫ журнала. Ун сасси халь ниҫта та илтӗнмест. Ҫӗнӗ номер пирки хаҫатра анонс пама тапратсан та нимӗн тупаймӑн. Тӳрре тухма халь темле сӑлтав та тупма пулать. Анчах тӗп айӑпне шалта шырас пулать.

Паллах, пурнӑҫ ӗлӗкхи мар, халь «обкомран» «пишите острее и невзирая на лица» тесе каламӗҫ. «Юрамасть» тесе шаккаса тӑма анчах питӗ пултараҫҫӗ. «Ертсе пыни» те, тӳррипех каласан, ҫавӑ кӑна. Анчах професси тивӗҫӗ пур. Ӑна манса шӑпӑрт ларнипе сатира журналне ҫӗклеймӗн.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Капкӑн, #журналсем, #Хыпар, #укҫа-тенкӗ, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем