Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ чарӑнӑва каялла тавӑрма шантарнӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер, пушӑн 23-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннипе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Хулари Совет урамӗн 73-мӗш ҫурчӗ патӗнчи чарӑнӑва ҫул ҫаврине юсанӑ хыҫҫӑн пӗтернӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар енчен килекенсем валли хӑварнӑ. Сӑмах «19-мӗш шкул» чарӑну пирки пырать. Тӗлпулура Галина Филиппова ҫынсен нуши пирки каласа панӑ: «Чарӑну малтан пурччӗ. Ҫул ҫаврине юсанӑ хыҫҫӑн Шупашкар енчи чарӑну юлчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар енчийӗ вара ҫухалчӗ. Ҫӑкӑ халӑха кансӗрлет».
Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх ку тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑнма Михаил Васильевич Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Игорь Калиниченкӑна хушӗ, ӗҫ-пуҫ мӗнле пынине хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.