Монополипе кӗрешекенсем ҫӳп-ҫап илсе тухмалли хаксене вӑйпа сӗннӗшӗн Чӑваш Енӗн тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службине апла тума юраманни пирки асӑрхаттарса ҫыру янӑ.
Тарифсемпе ӗҫлекенсем монополипе кӗрешекенсен умӗнче ертӳллӗ (управляющи) компанисене ҫӳп-ҫап турттарса тухмалли хака пӗр кубометршӑн 340 тенкӗ тесе йышӑнмалла тесе янӑ ҫырушӑн айӑпа кӗнӗ. Кунашкал ҫыру яни антимонопольщиксен шухӑшӗпе конкуренцине пӑсма пултарать тата хаксен виҫине вӑйпа сӗнет. Ҫавна май ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ҫак ҫырӑва каялла чӗнсе илме тата сайтри информацие кӑларса пӑрахма хушнӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫуп-ҫапа полигона таран илсе тухассин хакне Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ полигона уҫнӑ хыҫҫӑн ӳстерчӗҫ. Вӑл ытла та пысӑк пулни Владимир Путина та кӑсӑклантарнӑччӗ.