Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Палӑк патӗнчи пухӑва хутшӑннисене йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 30.03.2017 06:50 | 2319 хут пӑхнӑ
Политика
Пуху самантне Юрий Шакеев ӳкерсе илнӗ
Пуху самантне Юрий Шакеев ӳкерсе илнӗ

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район сучӗ патӗнче полицейскисем тӑватӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал Алексей Глухов право хуралҫи пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Каччӑсене «административлӑ протокол ҫырма» тесе полицин 1-мӗш пайне илсе кайнӑ-мӗн. Пакунлисен аллине ҫакланнисем хушшинче Семен Кочкин, Роман Романов, Дмитрий Робсон тата Константин Ишутов пулнине пӗлтернӗ.

Аса илтерер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗ патӗнче халӑх пухӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ каччӑсем унта хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем Юрий Сидоров ятлӑ ҫын тӗлӗшпе пыракан суд процессне кайнӑ. Лешне полицие пӑхӑнман, «Молодая Гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) йӗркеленӗ экологи митингӗнчен каясшӑн пулман тесе суд ӑна пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ-мӗн.

Тытса чарнисем «Ҫыхӑнура» портала пӗлтернӗ тӑрӑх, полицейскисем митинга хутшӑннӑ ҫынсенчен сахалтан та утмӑлӑшӗн ятне-шывне, вӗсем ӑҫта пурӑннине пӗлеҫҫӗ тата вӗсенче хайхисен сӑнӳкерчӗкӗ пур.

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулинче Дмитрий Медведьев пирки ӳкернӗ фильм тавра халӑх пухӑннине, унта илсе панӑ фактсене тӗрӗслеме, коррупципе кӗрешме ыйтса калаҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӑш-пӗр хулара унашкал пухусене йӗркелеме чарнӑ, теприсенче ирӗк панӑ. Шупашкарта халӑх пухӑва Чапаев палӑкӗ патне пухӑннӑ. Раҫҫей премьер-министрӗ тӗлӗшпе коррупцие тӗрӗслеме ыйтакансемсӗр пуҫне экологсем те тухнӑ.

#ҫамрӑксем, #парксем, #Шупашкар, #митингсем, #сӗтев, #экологи, #ШӖМ, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем