Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Альбина Юратуран укҫа ыйтса тӗрӗсех тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.04.2017 06:39 | 2406 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Иртнӗ уйӑхра Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статья пичетленине сайтпа кӑсӑкланакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн чунтан кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ.

Аренда хакӗ концерт пуҫланас умӗнхи 15–20 минутра, тӑхтавра 15 минут сутмалли вӑхӑтшӑн 500 тенкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. «Эпӗ ун чухлӗ укҫа тӳлесе кӗнекесемпе дисксем сутаймастӑп. Светлана Яковлевӑна: «Ун чухлӗ таса тупӑш тӑваймастӑп», — терӗм те вӑл мана хирӗҫ: «Эпӗ сана 140 пин тенкӗ парса тутарнӑ витринӑсем патӗнче тӳлевсӗр суттараймастӑп ӗнтӗ. Аренда укҫи илме мана ҫӳлтен хушнӑ, хам ирӗкпе пӗр ыйтӑва та таса параймастӑп», — тесе хучӗ», — илсе кӑтартнӑччӗ Альбина Юрату Культура керменӗн пуҫлӑхӗпе пулса иртнӗ калаҫӑва.

Хӑйӗн чун ыратӑвӗпе сӑвӑҫ ЧР Культура министерствине ҫитнӗ. Халӗ вӑл унтан хурав илнӗ. Ҫавна А. Юрату Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Хуравра аренда укҫи ыйтнинче ним начарри те ҫуккине пӗлтернӗ. «Сӑмахсӑрах...», — ҫырса хунӑ Альбина Юрату хуравран тӗлӗннине палӑртса.

#Культура министерстви, #тӳре-шара, #культура, #укҫа-тенкӗ, #Трактор тӑвакансен КК

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2230.39.5038
2017.04.07 11:50
Agabazar
Вырӑсла хуравланӑ. Ыйтӑвне хӑш чӗлхепе тӑратнине пӗлместӗп.
Документӑн ҫӗлӗкӗ курӑнать. Вӑл япала та, ҫӗлӗк текенни, вырӑсла анчах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем