Чӑваш Енӗн Правительство ҫурчӗн путвалӗнче сауна тӑвас тени хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче хытах шӑв-шав ҫӗкленӗччӗ.
Халӑха калаҫтаракан объекта следовательсем «Алза» строительство организацийӗ хӑпартма пуҫланӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Ӑна ӗҫе кӳлӗнме «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Борис Портнов хушнӑ тесшӗн пулчӗҫ. Портнов ӗҫӗ суда ҫитрӗ, анчах унта вӑл амнистие лекрӗ.
Халӗ вара сауна тума хӑтланса республика хыснине 7,6 миллион тенкӗ сиен кӳнӗ тесе ҫав укҫана Портновран шыраса илесшӗн иккен. Суда тавӑҫпа Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тухнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Борис Портнов кунпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл хӑй тӗллӗн пуҫӑнман.