Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Майрабеевсен 15-мӗш турнирӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Николай Ларионов 24.03.2025 13:52 | 260 хут пӑхнӑ
Спорт
Автор: А.Сидоров тата А.Мязин
Автор: А.Сидоров тата А.Мязин

Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗнче пӗртӑван Майрабеевсен призӗшӗсемшӗн ҫамрӑксем ирӗклӗ майпа кӗрешсе регионсем хушшинчи турнирта ӑмӑртрӗҫ. Ку турнир кашни ҫул иртет, кӑҫал вӑл шучӗпе 15-мӗш хут пулчӗ.

Георгий тата Петр Майрабеевсем ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, шкулта вӗреннӗ чух Н.А.Узеринов тренер ертсе пыракан секцие кӗрешме ҫӳренӗ. Георгий Васильевич 1972 ҫулхи, шкулта чухнех 1 разряд илнӗ. Кайран Шупашкарти строительство техникумне пӗтернӗ. Чӑваш Республикин тата Ульяновск облаҫӗн чемпионӗ. Раҫҫей шайӗнчи турнирсен призерӗ. Спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ. Ульяновскра пурӑнать, строительство фирмин директорӗ. Петр Васильевич 1976 ҫулхи, шкултах ирӗклӗ кӗрешсе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ. Классика кӗрешӗвӗпе Раҫҫей чемпионачӗн бронза призерӗ (1994), классика кӗрешӗвӗпе спорт маҫтӑрӗ (1996). Ульяновск облаҫӗн чемпионӗ. Раҫҫей шайӗнчи нумай турнирӑн ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ. Халӗ строительство фирминче вӑй хурать.

Майрабеевсем ҫак пархатарлӑ ӗҫе 2009 ҫулта пуҫланӑ (пӗр ҫул ковида пула ирттермен). Вӗсем тӑван шкула нихӑҫан та пушӑ алӑпа килмеҫҫӗ. Мӗн кӑна парнелемен пуль халиччен! Кӑҫал та вӗсем котельнӑй тӑррине витме материалсем панӑ, чӳрече улӑштарнӑ. Турнира уҫнӑ чухне вара шкул директорне Н.К.Шахинана конвертпа укҫа тыттарчӗҫ.

Ӑмӑртӑва уҫас умӗн залра Раҫҫей гимнӗ янӑрарӗ. Кунта Чӑнлӑ район администраци пуҫлӑхӗ В.П.Бабайкин, Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ район пуҫлӑхӗ С.А.Галкин, Тӗнче кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, Европа чемпионӗ,тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ М.Е.Елизарьев, Ульяновск облаҫӗнчи кӗрешӳ федерацийӗн ертӳҫи ҫумӗ А.В.Федоров, Ульяновскри СОБР командирӗ Л.А.Елизаров полковник, А.В.Сидоров адвокат тата ыттисем пурччӗ. Вӗсем пурте ҫак турнир ҫамрӑксене патриотла воспитани парас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртрӗҫ, пӗртӑвансене кашни ҫул турнир ирттерме май тупнӑшӑн тав турӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене Майрабеевсем асӑнмалӑх медаль тата вымпел парса палӑртрӗҫ.

Ҫулсерен ҫак турнира 10-14 ҫулхи нумай ача хутшӑнать, ҫав шутра хӗрачасем те. Кӑҫал кунта Ульяновск, Самар облаҫӗсенчен тата Чӑваш (Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисем), Тутарстан, Мордови Республикисенчен 215 спортсмен килсе ҫитрӗ. Вӗсем вӑтам шкулта икӗ кавир ҫинче кӗрешрӗҫ, виҫӗ ҫул-ӳсӗмре 17 виҫе категорийӗнче ӑмӑртрӗҫ. Командӑсене илсен Чӑнлӑ районӗ ҫӗнтерчӗ. Ҫак команда кӗрешӳҫисем 4 пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ, ҫаплах 6 хут иккӗмӗш те 13 хут виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Чӑваш Ен спортсменӗсем, виҫҫӗмӗшсем -- Тутарстанран килнисем. Пӗртӑвансем ҫӗнтерӳҫӗсене медаль, кубок, диплом, ятарлӑ футболка, укҫа парса чыс турӗҫ. Призерсем те парнесемсӗр юлмарӗҫ.

Паллах, Майрабеевсем турнирсене ирттерме хӑйсен укҫине нумай хываҫҫӗ. Кӑштах пулӑшакансем те пур, кӑҫал Ульяновскри сӗтел-пукан кӑларакан фирма пуҫлӑхӗ М.А.Федоров чылай суммӑпа пулӑшнине палӑртмалла.

Тӗп судья Чӑнлӑ районӗнчи кӗрешӳҫӗсен командин аслӑ тренерӗ Б.А.Чернов пулчӗ. Турнира хатӗрлеме тата йӗркеллӗ ирттерме вӑл нумай вӑй хунӑ.

#Чӑнлӑ районӗ, #Кивӗ Улхаш, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #спорт, #кӗрешӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем