Шупашкар хула администрацийӗ хулари «маршруткӑсенче» ревизи ирттерме йышӑннӑ. «Пуҫиле ӗҫ пирки пирӗнтен кашниех пӗлет, эпӗ сире мӗнпур акта тӗрӗслеме ыйтнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑнпа паян ку ыйтӑва планеркӑна кӑлартӑмӑр», — тенӗ хула мэрийӗнче ӗнер иртнӗ канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумне Герман Александрова.
Аса илтерер, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (вӗсем 52, 63, 65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем укҫана тӳре-шара сахалтарах тӗрӗслеччӗр тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.