Шупашкарта Наци вулавӑшӗн пӳлӗмӗнче Чӑваш Республикинчи "Ваттисен тӗп канашӗ" ("Центральный совет старейшин") обществӑлла пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ертӳҫи - Карягин Федор Александрович, географ-эколог. Чи малтанах Василий Кервен ҫыравҫӑна Александр Пушкин хайлавӗсене ӑнӑҫлӑ куҫарнӑшӑн Ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ ятпа саламларӗҫ. Трак енре туризм еплерех аталанса пыни ҫинчен, Пӗтӗм тӗнчери туризмпа тараватлӑх индустрийӗн 31-мӗш куравне хутшӑнни тата вӑл епле иртни ҫинчен Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ Виталий Михайлов каласа кӑтартрӗ.
Тӗп канаш пайташӗсене ачасем тӑван чӑваш чӗлхипе сахал калаҫни те, ача сачӗсемпе шкулсенче чӗлхене вӗрентес ӗҫ-пуҫ еплерех пыни те хумхантарчӗ.
Ларура Чӑваш енри хисеплӗ ватӑсем малашне тумалли ӗҫсене те палӑртса хӑварчӗҫ.