Шупашкарти Сергей Зельтюков – интереслӗ ҫын. Вӑл ҫутҫанталӑкра канма юратать. Ӗҫ хыҫҫӑн вӑл Атӑл ҫинчи утравсем ҫине кайма кӑмӑллать. Хӑш чухне унта ҫемйипех каять. Утрав ҫинче вӑл канмалли вырӑн ятарласа хатӗрленӗ.
Сергей пулӑ тытма та юратать. Пӗррехинче вӑл 63 килограмм таяканнине ҫаклатнӑ. Уншӑн пулли хӑй мар, ӑна тытасси киленӳ кӳрет.
«Утрав ҫине икӗ эрне каймасан тунсӑхласах ҫитетӗп, ҫутҫанталӑка тухас килет», – тет Сергей.