Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫеҫ мар, ҫывӑх вӑхӑтра та Космонавтика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртет. Ака уйӑхӗн 17—19-мӗшӗсенче, акӑ, Андриян Николаева халалласа Шупашкарта баскетбол ӑмӑртӑвне йӗркелӗҫ.
Космонавтика кунӗнчи паллӑ пулӑмсен шутне вара Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Мемориал комплексне чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ ентешӗмӗрӗн юсаса ҫӗнетнӗ «Волга» автомобильне парнеленине кӗртме пулать. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн автобази ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Машина уҫҫине музейра ӗҫлекенсене чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов тыттарнӑ.
Космонавтика кунӗнче Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа выставка центрӗн территорийӗнче космонавтсен пӗрремӗш отрядне халалласа аллея уҫнӑ. Ӑна пуҫараканни — Чӑваш Енри пахчаҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Соколов.