Шупашкарти гайд-паркра пысӑках мар пӗр ушкӑн чӑх ҫӑмарти тытса сӑн ӳкерӗннӗ. Кашни ҫӑмарта ҫине пӗрер саспалли ҫырса хунине вуласан «Свободу Мальцеву» тени курӑнать. Вячеслав Мальцев ятлӑ оппозиционера Мускаври Тверь сучӗ 15 талӑклӑха хупнӑ. Ҫав ҫын пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче коррупцие хирӗҫ акцие хутшӑннӑ чух полицие пӑхӑнман имӗш. Мальцев кутӑнлашман, Тверь урамӗпе утнӑ ҫеҫ тесе ӗнентересшӗн иккен.
Шупашкарти гайд-паркра сӑн ӳкерӗннӗ ҫынсене пуху, митинг, демонстраци, пикет ирттерес йӗркене пӑснӑ тесе явап тыттарасшӑн-мӗн. Ун пирки Алексей Глухов право хӳтӗлевҫи «Idel.Реалии» сайта пӗлтернӗ. Хальлӗхе Вячеслав Рыбакова тата Елена (Алена) Блинована тытса чарни паллӑ. Яват тыттармаллисен списокӗнче 11 ҫын иккен.
Алексей Глухов ӗнентернӗ тӑрӑх, гайд-парксенче пухӑнас тесен влаҫрисене малтанласа пӗлтерсе хуни кирлӗ мар. Ҫавна РФ Конституци сучӗ ҫирӗплетнӗ-мӗн. Шупашкарти полицейскисем вырӑнти саккунпа сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн.