Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм суд залӗнче пристава киревсӗр сӑмахсем каласа вӑрҫнӑ, унтан сумкипе ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.
Нумаях пулмасть ҫак хӗрарӑма явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 42 ҫултискерӗн халӗ хулана тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ.
Ку пӑтӑрмах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Суд пынӑ чухне хӗрарӑм, ӳсӗрскер, кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Пристав ӑна лӑпланма ыйтнӑ. Ку пушшех те урса кайнӑ: хайхискере вӑрҫма пуҫланӑ, сумкипе пуҫӗнчен ҫатлаттарнӑ.
Влаҫ представительне хур кӑтартнӑшӑн хӗрарӑмӑн патшалӑха 180 сехет ӗҫлесе татмалла. Пуҫиле ӗҫ тӗлӗшпе приговор вуланӑ: унӑн тепӗр 120 сехет ӗҫлемелле. Суд залӗнче кӑшкӑрашнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.