РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗнчи тӗпчевҫӗсем ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланакан 36 ҫулти хӗрарӑм маларах граждансен кредит кооперативӗнче кассирта ӗҫленӗ. Шӑпах ун чухне вӑл ҫынсене улталанӑ тата ют укҫана кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи раштавччен ҫав хӗрарӑм кассӑран 800-е яхӑн пин тенкӗ вӑрланӑ. Хӑш чух укҫана кассӑран илнӗ, хӑш чухне ҫынсене кивҫен панӑҫи туса хутсем хатӗрленӗ.
Кассир пулнӑскерӗн ултавне палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем документсене тишкернӗ, 20 ытла кӳнтелемпе калаҫнӑ.