Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш ҫырулӑхӗ кӑсӑклӑ: иртни те, хальхи те

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.06.2011 22:25 | 1756 хут пӑхнӑ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, «Чӑваш ҫырулӑхӗ: иртнипе хальхи» ятпа тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Е.И. Рожанский ҫуралнӑранпа 270 ҫул, В.П. Вишневский ҫуралнӑранпа 175 ҫул тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленӗренпе 140 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ.

Конференцие институт дирекорӗ Исаев Юрий Николаевич уҫрӗ. Пленарлӑ ларура (вӑл 10 сехетре пуҫланчӗ) Родионов Виталий Григорьевич (тӗп шухӑшӗ: Вишневскийпе Рожанскийсем пулмасан пирӗн ҫак ҫӗнӗ ҫыруллӑх та пулмӗччӗ, вӗсен тӳпине те шута илмелле), Егоров Николай Иванович тата Мукина Ираида Васильевна доклад каларӗҫ. Николай Иванович хӑйӗн сӑмахӗнче карт ҫырулӑхӗ пирки каласа пачӗ — унӑн тӗсӗсем, аталанӑвӗ, ыйтӑвӗсем. Ираида Васильевнӑн доклачӗ Иван Яковлев чӑваш халӑхне ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен мӗнле ӳсӗм пани пирки пулчӗ.

12 сехетрен пуҫласа секцисем ӗҫлерӗҫ. Вӗсенче Сергеев Леонид Павлович, Хусанкай Атнер Петрович, Яковлев Юрий Васильевич, Маркова Людмила Валентиновна (Елчӗк районӗ, Энтепе шкулӗ), Доброва Надежда Васильевна, Лебедев Эдуард Евгеньевич, Дмитриева Юдит тата ыттисен доклачӗсене итлеме май пулчӗ. Конференци тӗнче шайӗнче иртрӗ — докладҫӑсем чӑвашран кӑна мар, Мускавран та, Казахстанран та пулчӗҫ.

Материалӗсене каярах электронлӑ формӑпа кӑларма палӑртнӑ — унта эсир кашни докладпа паллашайратӑр.

#ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #конференцисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем