«Хыпар» издательство Ҫурчӗ «Капкӑн» журнала хупма шутлани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче темиҫе хутчен те ҫырчӗҫ. Ҫыравҫӑсем чӑвашсен «кулӑш кушелне» ҫӳп-ҫап вырӑнне хурса кӑларса ывӑтассине хирӗҫ хӑйсен пухӑвӗнче пӗр сасӑллӑ пулса сасӑларӗҫ, Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине ҫыру та ҫырса пӑхрӗҫ. Вӗсен сӑмахне хӑлхана чикмесӗр хӑвармарӗҫ, ҫак кунсенче асӑннӑ ҫырӑва алӑ пуснисенчен хӑшне-пӗрне «ҫӳллӗ» ҫурта пуҫтарчӗҫ.
Ларӑва А.С. Иванов министр уҫрӗ. Вӑл журнал хавшаса ҫитнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ. Унтан «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Т.Г. Вашуркина сӑмах илчӗ. Ун шучӗпе, журнал предприятие пысӑк тӑкак кӳрет. Ку лайӑх япала мар! Пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — «Капкӑна» «Тӑван Атӑлта» пӗчӗк кӗтес уйӑрса памалла.
Ҫак шухӑша сӳтсе явакансенчен пӗри те ырласа калаҫмарӗ. Ара, ку хитре кӗпе ҫине саплӑк лартса яниех пулать-ҫке. «Тӑван Атӑлта» унсӑрах вуншар ҫул «Кулӑш кӗтесӗ» ӑнӑҫлӑ тухса тӑрать. Кун пек чеелӗх мӗн патне илсе пынине пурте аван ас тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа усӑ курса темиҫе ҫул каялла «Ялав» журнала хупрӗҫ. Литература ҫулталӑкне «халалласа» «Тӑван Атӑла» 30 страница таранччен ҫӳхетни те асрах. Юрать-ха, вулакансем ҫырӑнтару укҫине каялла тавӑрса пама ыйтса суда памарӗҫ.
Пачах ют «ӑратри» журналсене искуственнӑй майпа «пӗтӗлентерсе» йӗркеллӗ япала ҫураттараймӑн, ку паллӑ. Малтанах «Капкӑна» кварталта пӗрре кӑларас текенсем те пурччӗ. Ку анчах та мар, «Хыпар» издательство ҫурчӗн вӑхӑтлӑх ертӳҫи Д.А. Моисеев «тӗп» хаҫатра «Тамаша» кӗтес кӑларни вырӑнлӑ тесе сӑнарлӑн та ытарлӑн пӗлтерчӗ: «Сакӑр ырхан ӗне тытиччен пӗрре самӑрри пултӑр!» Каярах «Капкӑнра» кун пирки фельетон та тухрӗ.
Журнала хуптарасах тесе хаҫатра ӗҫлекен пӗр пуҫлӑх, Хв. Уярӑн «Хушаҫҫӗ» калаври пӗр персонаж евӗрлӗскер, «Хыпар» халӑхне алӑ пустарса та ҫӳрерӗ. Анчах ку меслете ырлакансем сахал пулнӑран урӑх шухӑш тытрӗҫ, пуху ирттернӗ пек туса протокол ҫырса алӑ пусрӗҫ те ӗҫ пулчӗ. «Ултавӑн ури кӗске», — тенӗ халӑхра, темшӗн манаҫҫӗ ҫакна хӑшӗ-пӗрисем.
«Капкӑн» журнала «Тӑван Атӑлпа» пар лаша пек кӳлсе ярассине А.С. Иванов министр та сивлерӗ, вулакансене хисеплемеллине аса илтерчӗ вӑл. Ун ҫумӗ Ю.В. Стройкова ҫакӑнпа килӗшрӗ, «Капкӑна» вӑйлатмалли, лайӑх карикатуристсене, авторсене явӑҫтармалли пирки каларӗ.
Тухса калакансенчен чылайӑшӗ, ҫав шутра Ю.М. Артемьев профессор, Б.Б. Чиндыков ҫыравҫӑ, «Капкӑн», «Тӑван Атӑл», «ЛИК» тата ытти журналсене Чӑваш Республикин культурин тата архив ӗҫӗсен Министерствине куҫарма сӗнчӗҫ. Ҫӗнӗ учредитель кӑткӑс ыйтӑва тӗрӗс татса парасса шанаҫҫӗ вӗсем.
Юлашкинчен ҫакна та каласа хӑварни вырӑнлӑ: ҫырӑва ал пусакансенчен чылайӑшӗ асӑннӑ пухӑва пымарӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗ Н.П. Петров (Ижендей) кӑшт маларах ҫаврӑнӑҫулӑх кӑтартнӑ пулсан республикӑри сахал мар вулакан, аслӑлӑхпа культура ӗҫченӗ хӑйсен шухӑшне хӑюллӑн каланӑ пулӗччӗҫ. Хӑйсене явӑҫтарманнишӗн кӳренсе калаҫнине тӑтӑшах илтме тивет халь вӗсенчен. Турра тав, хастар ҫынсем иксӗлмен-ха халӑхра. Ҫав вӑхӑтрах аслӑ поэтӑмӑр К.В. Иванов каланӑ сӑмахсем те аса килчӗҫ «хуптару кампанине» йӗркеленсем пирки шутланӑ май:
...Тӗрлӗ ҫутӑ тӳмешӗн
Тинки тухать ав лешӗн.
. . . . . . . . . . . . .
Чӗри шӑнса кайнӑ ҫав,
Чӗрӗ виле пулнӑ ҫав...
Сӑмах май. «Хыпарӑн» паянхи номерӗнче (19.05. 2017) «Тамаша» ятпа кулӑш кӗтесӗ пичетленсе тухнӑ. Пуклак чӗлхепе вырӑсла шутласа ҫырнӑ кунта лартнӑ «кулӑшсене», ҫакӑнтан хырӑм тытсах кулма пулать. Коррупци пирки «ним хӑрамасӑр» ҫырни те кӑсӑк. «Хыпар» традиципе килӗшӳллӗн «сатириксем» никама та тӗкӗнмен.
ВасНик // 3797.99.7812
2017.05.25 19:38 | |
Вӗсем, ЧӐВАШ ХАҪАТ-ЖУРНАЛНЕ ХУПАКАНСЕМ, ахаль те историе кӗрсе юлчӗҫ ӗнтӗ.Тулькӑш хӑйсем те нумай пуҫлӑхра ларасси иккӗлентерет. Нико Лаев кун пирки Тарасовпа калаҫса пӑхӑр, тен, килӗшӗ? Ун спектаклӗсене хаваспах сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. Халӑх та ӑна кӑмӑллать. Ан тив, пурте пӗлччӗр, курччӑр кам чӑваш хаҫат-журналӗнчен тӑрӑшсах хӑпнине. | |
Agabazar // 5988.5.0557
2017.05.25 20:09 | |
Нико Лаев Хоспочын, "Судра" комедин малаллине çырас пулать!
Урăхла каласан, "Судра-2" ! https://chuvash.org/blogs/comments/1866.html | |
Agabazar // 5988.5.0557
2017.05.25 20:14 | |
Цитата: <<Нико Лаев // 1940.05.8006
2017-05-23 21:40 Ку анчах мар, "Саманта" вырасла каларасшан.>> Хуть çурăлса тух, анчах ăна чăвашлах кăларас пулать! Çырăнаканни, тен, пĕртен-пĕр çын çеç юлас пулсан та! Никам та çырăнмас пулсан та чăвашлах кăлармалла. Кĕнеке палати валли, архивсем валли... Тахçан Сталин юлташ Ленин юлташ валли пĕртен-пĕр "Правда" пичетлесе кăларнă пек!!!! | |
Эпĕ // 3000.76.3861
2017.05.26 13:17 | |
Атьсем, Д. Моисеевне мĕн айăпламалли! Ăна министр хушнă та – вăл Г. Максимовпа (писательсен патшипе) пĕрле пурнăçланă. Таня Вашуркинăн, паллах, "Саманта" та, "Капкăна та", "Хресчен сассипе" "ЛИК" журнала та, "Сывлăх" хаçата та сыхласа хăвармаллах. Хупас пуçарăвĕ ун пулман, анчах Таня чăвашла МИХсен пытаруçи (могильщик) пек юлма пултарать историе. Ку –чи хăрушши. Ара, Клио майра ни-хă-çан та ни-мĕн те манасшăн мар-çке... | |
Нико Лаев // 1940.05.8006
2017.05.28 20:10 | |
Менле Клио майра пирки каласатан эсе, Леша?
| |
Базиль Кириллов // 1286.36.7028
2017.05.30 08:00 | |
Юлташсем! Эпир "хыпарсасене" херсех хенетпер.Анчах весем турленме пултараймассе.Журналсене хутелесси пирки "сулле сурта" ченсе самах сапни те усасар. Весем выляса кана каласассе. Путин патне пуханса сырар! | |
ВасНик // 7060.5.2022
2017.06.01 16:55 | |
Вӑт, мана ҫак тӗлӗнтерет: "Капкӑн" редакторӗ ҫывӑрса пурӑнсах журнала хуптарчӗ. Халӗ тата "Хресчен сасси" хаҫатра ӗҫлекенсем мӗн ҫывӑрса лараҫҫӗ? Мӗншӗн чан ҫапмаҫҫӗ? Е вӗсемшӗн те ик айкки те тӑвайкки? Юлташсем! Вӑранӑр-ха! Ҫитет ҫывӑрса! | |
Аçтахар Плотников // 3000.76.3861
2017.06.02 15:25 | |
Редакцисене пĕрлештернĕ чухнех çав ĕçе мĕншĕн туни паллăччĕ. Ак халь хăйсен хура ĕçне тума тытăнчĕç те ĕнтĕ. «Хресчен сасси» пирки ун чухнех паллăччĕ ĕнтĕ. Апла-и, капла-и, анчах «Капкăна» хупни — чăн-чăн чăвашлăха хирĕçле тунă ĕç. Аякрисем чи малтанах çав журнала çырăнса илетчĕç — ытти хаçат-журналсемпе танлаштарсан ăна вулама çăмăлччĕ. Халь ĕнтĕ вĕсен йывăртарах чĕлхепе çыракан «Хыпара» вуламалла-ши? | |
Савельев Федор // 1286.36.7028
2017.06.05 09:36 | |
Хыпар" хаҫатра "Тамаша" кӗтес питӗ айван тухни ҫинчен Б.Кириллов пӑшӑрханса ҫырни питӗ тӗрӗс. Вуласа пӑхасчӗ унӑн "Тӑван Атӑл" журналти "Кулӑш кӗтесне" (5-мӗш №). Начар концетрсенче хӑлхана ҫӗртекен "кулӑшсене" кӗртсе яма именмен: "Чап-чап уйӑхӗнче" ватӑ ҫынсене намӑса пӗлмесӗр "йӗплени" пит килӗшӳсӗр. П. Ялкирӗн ӑшӑх сӑввисене таҫтан туртса кӑларнӑ тата.
К. Малышевӑн Кӑнна Кушки инкекӗ пирки ҫырнӑ "Ял ҫине куҫҫульсӗр пӑхаймӑн" статьи мана савӑнтарчӗ: пӗтӗм халӑхӑн пӗлмелле ҫавна, шута каймалла. Ӑна эпӗ "Сувар" хаҫатра хам та ҫав енчен пулнӑран тахҫанах вуланӑччӗ. Журналта тепӗр хут вуласан кӑмӑлӑм пӑсӑлчӗ. Ҫивӗч стаья кунта мӑкалсах ларнӑ. Чӑваш Республикине ӳпкелесе ҫырнине йӑлтах кӑларса пӑрахнӑ. Темшӗн питӗ хӑраҫҫӗ, "Хыпарӑн" та пӗрене хаҫачӗн шайӗнчен хӑпармалла. Мӗнрен хӑрамалла? Унта ӗҫе чаплӑ юрист илнӗ теҫҫӗ. Апла хӑюллӑрах пулма шикленмелле мар. | |
Романов Руслан // 1286.36.7028
2017.06.06 14:29 | |
"Тӑван Атӑлӑн" 5-мӗш номерӗпе эпӗ те паллашрӑм. Ф. Савельев "Хӑюллӑрах пуласчӗ" тенипе килӗшсе пӗтерейместӗп. Ю. Артемьевӑн "Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен прототипӗсем" тӗпчевӗ лайӑх пулса тухнӑ. Анатолий Волков врач-ҫыравҫӑн "Пур япалан та вӗҫӗ пур" калавӗнчи Ястребов ректорӑн прототипне камран илнине вулакан тӳрех чухласа илет. Ӑсталӑх ҫеҫ мар, хӑюлӑх та кирлӗ кунта! |