Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче.