Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.