РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ. Тепӗр икӗ кунтан коммерци организацине ҫав суммӑна куҫарса панӑ. Ҫур миллион тенкӗ ытларах тӳлесе хыснана шар кӑтартнӑ пуҫлӑх ӗҫӗпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑмах май, ӗҫе подрядчик кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ.