Элӗк районӗнче тӑхӑр ҫулти арҫын ача пӗвере путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку инкек Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ишме пӗлмен арҫын ача пӗвере шыва кӗме шухӑшланӑ. Ҫумра аслисем пулман.
Пӗчӗкскер шывпа чыхӑнса кайса путнӑ. Унӑн виллине ҫыранран 10 метр аякра тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать. Ача путса вилни криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.