Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ.
Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ.