Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак инвестици проекчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Савут валли База тӑкӑрлӑкӗнче 1527 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Предприяти «Абат» промышленноҫ технопаркӗн шутне кӗрӗ.
Инвесторсен шухӑшӗпе, Шупашкарта туса кӑларнӑ чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем импорт продукцийӗн чылай пайне улӑштарма пултарӗҫ.
Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ.
Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ.
Чӑваш Енре ветропарк тӑвасшӑн. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку ыйтӑва ведомство ертӳҫипе, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗпе Владимир Аврелькинпа сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура «Русский ветер» тулли мар яваплӑ общество Турцири Guris компанипе ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки калаҫнӑ.
180 МВт хӑватлӑ ветропарка 2018-2020 ҫулсенче тӑвасшӑн. Халӗ икӗ компани ветропарк строительствине инвестици хывасси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Питӗрте пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Унта, сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Канашлура Раҫҫейри субъектсенчи инвестици климачӗн Наци танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пирӗн республика списокра малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Юлашки даннӑйсене ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен Наци танлаштарӑмӗнче 9-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне куҫнӑ. Малтисен йышне ҫавӑн пекех Тутарстан, Белгород, Калуга, Тӗмен, Владимир облаҫӗсем, Краснодар крайӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Мускав кӗнӗ.
Наци танлаштарӑмне виҫҫӗмӗш ҫул хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Малтанах танлаштарӑмра Раҫҫейри 21 субъекта шута илнӗ. Кайран вӗсен йышне ӳстернӗ.
«Пысӑк укҫа-и вӑл е пӗчӗк укҫа-и?» — тесе тек укҫа шутласа ҫӳретчӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пыракан камитсенчен пӗринчи сӑнар. 600 миллион тенкӗ пирки те тӗрлӗрен хаклама пулать-тӗр-ха. Апла-и, капла-и, анчах ҫав укҫана Канаша монохуласене модернизацилес тӗллевпе федераци хыснинчен уйӑрса пани, мӗн тесен те, ырӑ хыпар.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче унта монохуласене модернизацилес енӗпе тӑрӑшакан ӗҫ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унччен вӑл «Аталану тата тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗн банкӗ» патшалӑх корпорацийӗн ертӳҫин ҫумӗпе, монохуласене модернизацилессипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫипе Ирина Макиевапа тӗлпулнӑ, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ».
Канаш пирки каласан, федераци хыснинчен килекен 600 миллион тенке «территорие аталантарма» ярӗҫ. Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр монохуласене ун пек тӗллевлӗ укҫа маларах лекнине пула шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх виҫине Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 хута яхӑн, Улатӑрта 5 хута яхӑн чакарма май килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |