Пысӑк предприятисен хай вӑхӑтӗнче поликлиникӑсем пулнӑ-ха. Самани улшӑнса кайсан вӗсем хупӑнса пӗтнӗ. Унччен ӗҫленӗ сывлӑх пункчӗсем те паян пур ҫӗрте те ҫук.
В.И. Чапаев ячӗллӗ савутра сывлӑх пунктне вара яланах ӗҫлеттернӗ. Талӑкӗпех ӗҫлекен предприятире ун пекки кирлине шута илсе тытса тӑнӑ ҫав пӳлӗмпех ҫырлахман, халӗ унта поликлиника уҫнӑ.
Тухтӑрсем патне савут ӗҫченӗсем йӑпӑр-япӑр каяҫҫӗ. Унти ӗҫ-пуҫпа Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телекуравӗпе радиовӗн журналисчӗсем вырӑна тухсах паллашнӑ. «Хама начар туйрӑм та сывлӑх пунктне килтӗм», — каласа кӑтартнӑ журналистсене Владимир Порфирьев транспортировщик. Тепри юн пусӑмӗ хӑпарса кайнипе пулӑшу ыйтма пынӑ. Чирлӗ ҫынна эмел ӗҫтернӗ хыҫҫӑн виҫӗ кунлӑха пульница хучӗ ҫырса панӑ.
Савутри поликлиникӑра фельдшерсем те, терапевтсем те, профпатолог та пур. Шупашкарти клиника пульницинчи тухтӑрсем те унта пырса ҫӳрӗҫ.
Поликлиникӑра стоматологи пӳлӗмӗ уҫнишӗн те савут ӗҫченӗсем савӑнаҫҫӗ.