Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ ӑнланманлӑх вӗҫне пӑнчӑ лартнӑ темелле. Ҫапах та Ҫӗнӗ Шупашкарти суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑна пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинипе 56 ҫулти арҫынна илсе пынӑ. Васкавлӑ пулӑшурисем сылтӑм енчи пневмони тесе диагноз лартнӑ. Анчах пульницӑн йышӑну уйрӑмӗнче ӗҫлекен врач чирлӗ ҫынна вырттарма килӗшмен, килтех сипленме пулать тенӗ.
Васкавлӑ пулӑшу машинипе килнӗ этемӗ урӑхла май пулман: йышӑну уйрӑмӗнчи тухтӑр сӑмахне итлеме тивнӗ.
Амбулатори мелӗпе сипленме ӑсатнӑ пациент тепӗр кунне ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти суд тухтӑрӑн ирӗклӗхне 1,5 ҫуллӑха чакарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тухтӑрта та ӗҫлеме юрамӗ.