Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» каҫхи клубра ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Каярах клуб хӑйсем арҫын вилнишӗн куляннине хыпарланӑччӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑччӗ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчевҫисем хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки вӗсем паян пӗлтернӗ.