Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Швеци усламҫисемпе тӗл пулнӑ. Кеннет Хульт ертсе пыракан делегаци пирӗн республикӑна пӗрремӗш хут килмен. 2013 ҫулхи кӗркунне вӑл Ҫӗмӗрле районӗнче «Кеннет» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Халӗ унти 475 гектар лаптӑк ҫинче тыр-пул, рапс ҫитӗнтереҫҫӗ.
Шведсем акмалли лаптӑка 4,5 пин гектара ҫитересшӗн. Вӗсем тӗрлӗ енпе аталанасшӑн. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Магнус Карлссон, Борли Андерссон тата Пьер Свенсон Чӑваш Енре сӗт юр-варӗ тата сыр туса илесси, хӑмла ҫитӗнтересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем йывӑҫпа ӗҫлесшӗн.
Шведсем министрпа пӗрле уйсене ҫитсе курнӑ, вырма мӗнле пынипе паллашнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче хӑмла туса илнипе кӑсӑкланнӑ.