Канаш хулинче 40 ҫулти хӗрарӑм хуняшшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Кинӗпе 61 ҫулти ашшӗ пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ. Черкке хыҫҫӑн черкке пушатнӑҫемӗн кӗленче тӗпне те тухнӑ тӑвансем.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм эрех ҫитменнине кура хирӗҫсе кайнӑ. Хуняҫана хаярри сахалтараххӑн туйӑннӑ имӗш — кинне вӑл лавккана хӑвалама пуҫланӑ. Лешӗн вырӑнтан та хускалас килмен, арҫын хӑйӗннех пенӗ. Тарӑхса кайнӑ кин алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Унпа вӑл пӗрре кӑна яшлаттарнӑ, анчах суран вӑйлах пулнӑ, арҫын часах вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.