Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Хальхинче — Йоханнeс Бeнцингӑн нимӗҫле-чӑвашла сӑмахсарӗпе.
Ӑна электронлӑ варианта куҫарса хатӗрлекенӗ: Мирон Толи. Унӑн тытӑмӗ ансат: кашни нимӗҫле сӑмах валли чӑвашла куҫарӑвне илсе кӑтартнӑ. Шырама меллӗ пултӑр тесе оригиналта илсе панӑ чӑвашла сӑмахсен латинла ҫырулӑхӗпе пӗрлех хальхи орфографипе ҫырнине те кӑтартнӑ. Ӑна Мирон Толи хатӗрлеме пуҫланӑ, йӗркене Аҫтахар Плотников кӗртсе ҫитернӗ. Хальхи орфографипе ҫырни словарь статьисемпе шыравра усӑ курма та меллӗ пулӗ.
Нимӗҫле-чӑвашла сӑмах пуххипе калаҫу кӗнекине 1943 ҫулта Берлинта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна хатӗрлекенӗ — Йоханнeс Бeнцинг (1913–2001). Чӑваш чӗлхипе ӗҫлеме вӑл Берлин университетне вӗренме кӗрсен пуҫланӑ. Ҫавах та пирӗн чӗлхе ӑна маларах та кӑсӑклантарнӑ. Сӑмахран, вӑл Николай Ашмаринӑн словарьне пахаласа темиҫе статья ҫырнӑ, чӑваш грамматикипе ҫыхӑннӑ темиҫе тӗпчев ӗҫӗ тунӑ. Маларах асӑннӑ словаре кӑлариччен 1943 ҫултах вӑл «Чӑваш чӗлхин кӗске кӳртӗмӗ» (Kleine Einführung in tschuwaschische Sprache) кӗнеке те кӑларнӑ.