Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗмӗрлесем ентешӗсене хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никита Сурский 01.10.2017 15:05 | 1472 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Акци йӗркелӳҫисем.
Акци йӗркелӳҫисем.

Ҫӗмӗрлере Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалласа «Аҫу-аннӳ патне шӑнкӑравла» ятпа хӑйнеевӗрлӗ акци ирттернӗ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем аслӑ ӑрӑва тимлӗх кирлине, вӗсем патне уявсенче кӑна мар, куллен шӑнкӑравламаллине аса илтересшӗн пулнӑ.

Эрнекун 3-мӗш вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекенсемпе Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан компекс ӗҫченӗсем урама тухнӑ, иртен-ҫӳрене листовка тата пӗчӗк ялавсем валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем иртсе пыракансене ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хула ҫыннисем ку акцие ырланӑ, ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравлама шантарнӑ. Тӗрӗссипе, паянхи кун кӗсье телефонӗ ҫумра, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама пӗрре те кӑткӑс мар. Апла пулсан акци йӗркелӳҫисен сӗнӗвне асра тытар: уявра кӑна мар, ытти чухне те вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланар.

#акцисем, #ҫамрӑксем, #ватӑ ҫынсем, #уявсем, #хӳтлӗх, #Ҫӗмӗрле, #шкулсем, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем