Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫӗпрел чӑвашӗ тутар чӗлхине вӗренни усӑ пани пирки пӗлтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.10.2017 15:48 | 2579 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Александр Шадриков
Александр Шадриков

Кӳршӗллӗ регионти «События» (чӑв. Пулӑмсем) тетелти кӑларӑм тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен мӗншӗн тутар чӗлхине вӗренни пирки тӗпчесе ыйтнӑ. Хуравлакансен йышӗнче узбек, американ, яппун тата ытти халӑх ҫыннисем пулнӑ. Хуравлакансен йышӗнче Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Александр Шадриков та пулнӑ.

– Пирӗн районта тутарсем чӑвашла пӗлеҫҫӗ, чӑвашӗсем вара — тутарла. Сӑмах май, пирӗн тӑрӑхра вырӑссем сахал, ҫавна пула ытларах чӑвашсемпе тата тутарсемпе хутшӑнма тивет. Хамӑн пӗлӗшсемпе тата кӳршӗсемпе калаҫа-калаҫа эп хамах тутарла вӗрентӗм. Ҫавна май яланах юлташсен чӗлхипе калаҫатӑп, — тенӗ вӑл хуравра.

Александр Валерьевич пӗлтернӗ тӑрӑх тутар чӗлхине вӗренни усӑллӑ ҫеҫ пулнӑ. Тутарсен ялне ҫитсен вӑл ялан халӑхпа тутарла калаҫать имӗш. Ҫавӑн пекех тутарсен литературипе те кӑсӑклансах паллашать.

Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Алешкин Саплӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ пӗлӗве Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче илнӗ, «физикӑпа информатика вӗрентекенӗ» специальноҫе алла илнӗ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче юрист специальноҫпе пӗлӳ илнӗ. Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн пуканне 2013 ҫултанпа йышӑнать.

#Ҫӗпрел районӗ, #Алешкин Саплӑк, #кӳршӗре, #чӑваш чӗлхи, #тутар чӗлхи, #Тутарстан, #ЧПУ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9427.9.0327
2017.10.11 17:45
Agabazar
Мĕнле "Çĕпрел чăвашĕ"?

Кунта район пуçлăхĕ пирки сăмах пырать! Ахаль-махаль çын мар!
Agabazar // 4212.74.4305
2017.10.13 12:08
Agabazar
Александр Шадриков Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕнче. https://www.youtube.com/watch?time_continue=304&v=Q_W-F9YbDAE
Agabazar // 2494.60.2210
2017.10.15 12:13
Agabazar
Чылай вăхăт Çĕпрел районĕн ертсе пырас тытăмĕнче чăвашсем пулманпа пĕрех. Çапла вара сасартăках Шадриков юлташ "пуç çине татăлса анчĕ" теме пулать. Вĕтĕр-шакăр тиек мар, уни-куни клерк пекки мар, РАЙОНТИ ЧИ АСЛĂ ПУÇЛĂХ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем