Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри виҫӗ районта ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ норматива тивӗҫтермест.
Шыв пахалӑхӗ гигиена нормипе Патӑрьел тата Пӑрачкав ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче килӗшсе тӑмасть. Тӑватӑ районта вара ҫӑлти шыв пахалӑхӗ йӗркесӗр иккен.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Йӗпреҫри шыв пахалӑхӗ унри тимӗр виҫине тата тӑрӑ маррине пула юрӑхсӑр пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче шӑрши те, тути те япӑхланнӑ. Тимӗр шайӗ кирлӗ пек виҫеллӗ пулман. Ҫакна специалистсем унти
«Водоканала» шыва сиенсӗрлетес ӗҫсем туса ирттернипе сӑлтавланӑ. Шыв йышӑнакан ятарлӑ хатӗр вӑйлӑ ҫумӑрта тулса тасамарланнӑ иккен. Урӑх сӑлтав та пулнӑ кунта.
Роспотребнадзор «Водоканала», район администрацийӗ, районти ял тӑрӑхӗсен ячӗсемпе суда тавӑҫсемпе тухнӑ, унта шыв пахалӑхне лайӑхлатма ыйтнӑ. Суд ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ.
Пӑрачкаври шыв та тӑрӑ мар пулнине, унра аммиак тата тимӗр хутӑшӗсем виҫепе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Патӑрьелти шывра сульфатсем пулнӑ, литипе бор тупса палӑртнӑ.