«Про Город» хаҫат редакцине Мария Артамонова хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл Шупашкарта урамра ҫын вилнине асӑрханӑ. Ҫав ҫын аслӑ пӗр шкулти вӗрентекен пулнӑ-мӗн.
Паян 13 сехет ҫурӑра Граждан урамӗнчи пӗр банк умӗнче 50 ҫулти арҫын вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра Мария Артамонова ачипе уҫӑлма тухнӑ. Унта медпулӑшу машини, ҫынсем тӑнӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын чӗре чирӗпе аптӑраса ӳкнӗ-мӗн. Вӑл урамрах тӗшӗрӗлсе аннӑ. Хайхискер лекци вуланӑ хыҫҫӑн килелле утнӑ. Чӗрепе аптӑранӑскер, шел те, киле ҫитеймен.
РФ Следстви управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.