Chita.ru сайт Байкал тӑрӑхӗн кӗпӗрнаттӑрӗ усламҫӑсемпе тӗл пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта «Комсомолец» ӑратлӑ савут инвесторӗ Валерий Нагель Чӑваш Енре пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Мана унта хӑмла производствипе паллашма чӗнсе илнӗ. Ҫитрӗмӗр. Пире пуян сӗтелпе кӗтсе илчӗҫ», — илсе кӑтартнӑ унӑн сӑмахне.
Ҫав этем кирпӗч кӑларать-мӗн. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене ӑна «Читинские ключи» савута илсе килме сӗннӗ. «Эпӗ вӗсем шӳтлеҫҫӗ пулӗ терӗм. Водка пурччӗ. Вӗсем шӳтлемерӗҫ. Савута куҫарнишӗн субсиди пӑхса хӑварма та шантарчӗҫ», — ҫапла ҫырса кӑтартнӑ унта усламҫӑ сӑмахне. Вӑл: «Сирӗн ахаль те савут пур вӗт», — тесе те пӑхнӑ имӗш, пирӗннисем иккӗ пулӗ тесе хуравланӑ пулать.