2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Ун чухне водитель тата арӑмӗ вилнӗ. Пӗчӗк хӗрӗ каярахпа пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. Ывӑлӗ вара сусӑр тӑрса юлнӑ.
Аварире айӑплӑ ҫынна Белова ун чухне колони-поселение 8 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Анчах хайхискер 2,5 ҫултан УДОпа тухма завявлени ҫырнӑ. Улатӑр районӗн сучӗ ҫакна ырланӑ, ӑна ирӗке кӑларма йышӑннӑ.
Шар курнӑ ҫемьен тӑванӗсем Белов ирӗке тухнине ӑнсӑртран пӗлнӗ. Вӗсем ӑна УДОпа кӑларнипе килӗшмен, ЧР Аслӑ судне ыйту ҫырнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче суд УДОна пӑрахӑҫланӑ. Ҫавна май Беловӑн колоние таврӑнмалла пулнӑ. Анчах вӑл, ҫуркунне вӗҫӗнче ирӗке тухнӑскер, поселение хӑйӗн ирӗкӗпе таврӑнман. Унтанпа 4 уйӑх иртнӗ. Халӗ Беловӑн поселение таврӑнма тиветех. Унӑн унта тепӗр 5 ҫул та 2 уйӑх ытла ирттермелле.