Чӑваш Енри Халӑх фрончӗн пресс-служби акӑ мӗн пӗлтерет: Ҫӗрпӳ хулинче ача лачака ӑшне путса ларнӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман, пулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Ку чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем «Хулари хӑтлӑха тӑвасси» программа мӗнле пурнӑҫланнине тӗрӗсленӗ, Ҫӗрпӳре пулнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫуртсен картишӗнче лачакара путса ларнӑ. Вӑл чуччупа ярӑннӑ-мӗн.
Чуччупа ярӑнмалли вырӑнта торфпа хура тӑпра пулнӑ. Вӗсене подрядчик кӳрсе килнӗ, газон тума палӑртнӑ. Анчах ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра подрядчик ӗҫ вырӑнне карта тытса ҫавӑрман.
Лачакана путса ларнӑ арҫын ачана ашшӗ туртса кӑларнӑ. Ачан атти лачакарах ларса юлнӑ. Ҫакна айккинче ҫынсем сӑнаса тӑнӑ.