Ӗнер Красноармейски районӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Пӗрлӗх ертӳҫи Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ И.А. Прокопьев тухса калаҫнӑ. Унта район энциклопедине кӑларас ӗҫ йывӑррӑн пынине те сӳтсе явнӑ.
Ларура районтан тухнӑ паллӑ ентешсен юбилейӗсем ҫинчен Гурьева С.А. вулавӑшҫӑ, Константинов В.З. таврапӗлӳҫӗ чарӑнса тӑнӑ. Юбилейҫӗсен ячӗпе «Нестер Янкас вулавӗсем» иккӗмӗш ӑслӑлӑх конференцийӗпе таврапӗлӳҫӗсен анлӑ ларӑвне ирттермелле тесе йышӑннӑ. Сӑмах май, «Нестер Янкас вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗн материалӗсем уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухнӑ. Ӑна кун ҫути кӑларма тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ.
Правлени пайташӗсем ҫӗнӗрен виҫӗ секци йӗркеленӗ: литературӑпа журналистика, музыка тата ӳнер. Вӗсене Ершов Н.Г. поэт, Казаков А.Н. ӳнерҫӗ тата Никоноров Н.М. янкасҫӑсем ертсе пырӗҫ. Секцисенчи комиссисен йышне те ҫирӗплетнӗ.