Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ пулнӑ Михаил Резников Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗн пуканне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Резникова пуҫлӑха лартни пирки предприятин сайтӗнче хыпарламан, анчах унта РФ Ҫарпа промышленнӑҫ коллегийӗн ертӳҫи Олег Бочкарев килсен пысӑк хӑнана Михаил Резников ертсе пыни паллӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ку пукансӑр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑ ҫав ҫын министртан хӑтарма ыйтса хӑй заявлени ҫырнӑ тесе калаҫакансем те пурччӗ. Михаил Игнатьев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушура ун пирки нимӗн те шарламанччӗ.