«Инвестици илӗртӳлӗхӗшӗн Чӑваш Ене ҫӗршыв Президенчӗ ырланӑ», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗршывӑн Патшалӑх Канашӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвӗ иртнӗ иккен. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Мускаври ларура регионсен инвестици климатне лайӑхлатассипе, бизнеса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Раҫҫей шайӗнчи ларура РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен региона укҫа-тенкӗ илсе килес енӗпе ҫӳллӗ шайра ӗҫленине, ҫак тӗлӗшпе малта пыракан регионсен шутӗнчине палӑртнӑ-мӗн.
Сӑмах май, инвестици илӗртӳлӗхӗн наци рейтингӗнче Чӑваш Ен кӑҫал Раҫҫейри 85 регион хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннине республикӑри МИХсем темиҫе хут та пӗлтернӗччӗ.