Чӑваш Енре пӗлтӗр, унчченхи ҫулпа танлаштарсан, 128% ытларах эрех-ликер туса кӑларнӑ. Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫакӑ Шупашкарти тата Етӗрнери спирт савучӗсем ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланипе ҫыхӑннӑ.
Иртнӗ ҫулта республикӑри предприятисем сутлӑха 560 пин декалитр алкоголь шӗвекӗ кӑларнӑ. Ҫапла майпа эрех продукцийӗ туса кӑларнӑран республика бюджетне хушма 222,7 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Етӗрнери спирт савутне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тепӗр хутчен ӗҫлеттерсе янӑ. Ку кӑна та мар, производствӑна йӗркелени 90 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май панӑ. Шупашкарти эрех-ликер савучӗ вара пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Паянхи кун ку предприятире 140 ҫын вӑй хурать.