Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑван шкул 150 ҫул тултарчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 06.11.2011 15:37 | 2707 хут пӑхнӑ
Курнавӑш шкулӗ
Курнавӑш шкулӗ

Чӳкӗн 5-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗ 150 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май кунта савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Хисеплӗ хӑнасем, тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем сахалӑн мар пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем тулли кӑмӑлпа тӑван шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Курнавӑш шкулӗ хӑйӗн историйӗпе пуян. Чи пирвай 1861 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче уҫӑлнӑ чиркӳпе прихут шкулӗ пулнӑ. Унта виҫӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача вӗренни паллӑ. Ҫапла вара малалла шкул аталансах пынӑ, каярах унта таврари вунӑ ялтан ачасем вӗренме ҫӳреме пуҫланӑ. 1870 ҫулта шкул пуҫламӑш училище шайне ҫӗкленнӗ. 1936 ҫулта Курнавӑш шкулӗ ҫичӗ ҫул вӗренмелли, 1976 ҫулта вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Курнавӑш никӗс шкулӗ. 161 ача вӗренме ҫӳрет. Вӗсене 22 вӗрентекен пӗлӳ парать. Вӗрентекенсем пурте анлӑ тавра курӑмлӑ: 7 педагог Раҫҫей Президенчӗн, тӑватӑ вӗрентекен Чӑваш Ен Президенчӗн гранчӗсене ҫӗнсе илнӗ. Вунпилӗк учитель — аслӑ, пилӗк учитель — пӗрремӗш, пӗри иккӗмӗш квалификаци категорине илнӗ. 10-11-мӗш классем валли физика-математика, социалла-экономика, технологи профиль класӗсем йӗркеленӗ. Ял хуҫалӑхӗ валли тракторист-водительсене те хатӗрлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра коллектива философи наукисен кандидачӗ П.В.Кузнецов ертсе пырать. Шкул чӑннипех те хӑй ӳсӗмӗпе мухтанма пултарать. 2006 ҫулта вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пӗр миллион тенкӗлӗх грантне тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви ирттернӗ «Вӗрентӳпе пуҫарулӑх» конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑнса 400 пин тенке тивӗҫнӗ.

1876-1883 ҫулсенче Курнавӑш шкулӗнче чӑвашсен революцичченхи малтанхи писателӗсенчен пӗри Игнатий Иванович Иванов ӗҫлесе пурӑннӑ. Иван Яковлевич Яковлев сӗннипе, вӗренекенсене экзамен тыттарма Алексей Васильевич Рекеев священник, педагог, этнограф час-часах килсе ҫӳренӗ. Пархатарлӑ ӗҫӗпе яланлӑхах ырӑ ят хӑварнӑ учительсем: О.С.Ломоносова, Ф.З. Захаров, П.Е.Светопольский, Александра, Мария, Василий, Иван Игнатьевсем…

Курнавӑш шкулӗ хӑйӗн вӗренекенӗсемпе чӑннипех мӑнаҫланма пултарать. Кунта Якку, Хӗветӗр, Энтри Турхансем — чӑваш литературинче аванах паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫыравҫӑсем, И.Д.Кузнецов — истори наукисен докторӗ, профессор, чӑваш историне, литературине тӗпчесе палӑрнӑ, А.П. Григорьев — «Россия», «Урожай», «Нива» ял хуҫалӑх ертӳҫи, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, П.Н.Чернов — СССР Халӑх учителӗ, П.М.Смирнов, Г.В. Прохоров — Чӑваш Республикин тата РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗсем, Я.Н.Чермаков — Ленин премийӗн лауреачӗ, Б.Н. Атаманов — ҫӑмӑл атлет, СССР спорт мастерӗ, В.Н. Ефимов — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Е.П.Дмитриева (Чекушкина) Елен Нарпи — филологи наукисен кандидачӗ, хальхи вӑхӑтри чӑваш прозин ҫамрӑк ӑсти тата ыттисем те вӗренсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ.

Шкулӑн 150 ҫулхи юбилейне Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ С.В.Петрова, Шупашкарти «Газпром Межрегионгаз» ТМЯО тӗп директорӗ, «Чувашсетьгаз» АУО директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн депутачӗ К. С.Мифтахутдинов, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, СССР Халӑх учителӗ П.Н.Чернов, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗсем П.М. Смирнов, Г.В.Прохоров, тӑванла ҫыхӑну тытакан Тӑвай районӗнчи Тушкил шулӗнче вӗрентекенсем тата ыттисем те килнӗ.

Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ С.В.Петрова Курнавӑш шкулӗ республикӑри чи паллӑ щкулсенчен пӗри пулнине, вӗрентекенсем Раҫҫей тата республика шайӗнчи конкурссенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ. 1975-мӗш ҫулта вӗренсе тухнисем тӑван шкула тӗрлӗ тӗслӗ кӑтартакан телевизор пачӗҫ. Парнесем тата ӑшӑ сӑмахсем нумай пулчӗҫ. Тухса калаҫакансем Курнавӑш шкулне малашне те ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ӳссе пыракан ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма ырӑ сунчӗҫ.

Вӗрентекенсене, паянхи кун шкулта ӗҫлекенсене, Мухтав тата Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.

Курнавӑш шкулӗн юбилейӗ тӗлне вӗрентекенсем «Новошимкусская средняя общеобразовательная школа Яльчикского района Чувашской Республики» альбом, П.М. Смирновпа А.П. Смирнов «Ученья свет» ятлӑ кӗнеке хатӗрленӗ.

Елчӗкри «Варкӑш» ансамбль, шкул ачисен юрри-ташши уява илем кӳчӗ.

Тавах, тӑван шкулӑм, сана!

Пире ӑс парса вӗрентнишӗн.

Пире эсӗ панӑ чунна.

Сана тав тӑватпӑр пуриншӗн.

#Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #шкулсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем