Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Станьялта таврапӗлӳпе туризм центрӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 17.01.2018 10:54 | 1949 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи Станьялта таврапӗлӳпе туризм центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫитес вӑхӑтрах кунта туристсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать.

Чӑваш хастарӗсен пуҫарӑвне Вырӑс географи пӗрлӗхӗ ырласа йышӑннӑ та ӗнтӗ. Музей валли экспонатсене вара таврари ял ҫыннисем кӑна мар, Шупашкарти аслӑ шкулсем те панӑ. Хӑйнеевӗр центрта 10-20-мӗш ӗмӗрсенчи япаласемпе халех паллашма май пур.

Ку тӑрӑхра Мускавран Хусана тата каялла тавар турттаракан купсасем чарӑннӑ, ҫӗр выртнӑ. 18 ӗмӗрте айӑпланисене хурӑнлӑ ҫул тӑрӑх Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Ҫав вӑхӑтра Станьялта почта тата ямшӑк станцийӗсене хӑпартнӑ. Кунта хӑй вӑхӑтӗнче Александр Пушкин, Николай Карамзин, Федор Достоевский, Николай Чернышевский, Александр Радищев ҫыравҫӑсем, Пӗрремӗш Петӗр, Иккӗмӗш Кӗтӗрне патшасем чарӑннӑ. Ҫакна шута илсе тахҫанхи ҫуртсене — почта тата ямшӑк станцийӗсене — ҫӗнӗрен хӑпартасшӑн. Кайран авалхи ӗҫ-пуҫ ҫинчен туристсене каласа кӑтартасшӑн.

«Вырӑс географи пӗрлӗхӗ пире хӑйӗн проектне хутшӑнтарӗ. Туристсем пирӗн пата чӑваш халӑхӗн сувар-пӑлхар-чӑваш историйӗпе паллашма килӗҫ», — палӑртнӑ Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Сорокин.

Унсӑр пуҫне вӗсем кунта каярахпа туристсене чарӑнма меллӗ пултӑр тесе хӑна ҫурчӗ тата апатланмӑш уҫасшӑн.

#музейсем, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #ҫыравҫӑсем, #туризм, #Шупашкар районӗ, #Станьял

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18117
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 3466.11.0422
2018.01.17 23:46
Тархасшăн, çич ют çынсен аллине ку пархатарлă ĕçе, чăвашсен пурлăха ан парăр. Хуçисем те, тупăш та хамăр пултăрах!
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.24 04:44
Алмуш паттăр тени каллех "çăпаталла" . Алмуш патшалăх ертÿçи пулнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем