Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе иртнӗ уйӑхра тӗпчевҫӗсем суда ярса панине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хӗрарӑм-пуҫлӑх вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи пулма паллаканне илнӗҫи хушу кӑларнӑ. Леш урӑх организацире ӗҫленӗ, тепӗр ҫулталӑкран вӑл Тутарстана куҫса кайнӑ. Апла пулин те ӑна ӗҫленӗ пек укҫа тӳленӗ, лешӗ «кӗмӗле» пуҫлӑха парса пурӑннӑ. Унсӑр пуҫне хӗрарӑм-директор хӑйӗнпе пурӑннӑ арҫынна та шкулта ӗҫленҫи кӑтартнӑ.
Хӑй ертсе пынӑ шкула хӗрарӑм-пуҫлӑх 240 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Пуҫлӑх пулнӑ хӗрарӑма 50 пин тенкӗ штраф хурса панӑ, ирӗкрен 3 ҫуллӑха условлӑ майпа хӑтарма йышӑннӑ. Вӗрентекен пулса ӗҫлеме ӑна икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Хӗрарӑмӑн пӗлӗшне 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттарӗҫ, 20 пин штраф тӳлеттерӗҫ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.