Ӗнер каҫхине Шупашкарта шӑршӑ тӑнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем урамра ҫунӑк шӑрши сӑмсана ҫурнипе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Ҫынсем чӑтайман, ҫунӑк шӑрши кӗнӗрен Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн «хӗрӳ линине» шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шумилов урамӗнче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Роспотребнадзор специалисчӗсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи икӗ вырӑнта сывлӑша тӗрӗслеме шантарнӑ. «Мӗн ҫунни хальлӗхе паллӑ мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пӗлтерӗпӗр», — тенӗ Роспотребнадзорӑн регионти управленийӗнче.
Аса илтерер: ҫулла Шупашкар ҫыннисем каяш шӑрши кӗнипе кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.