Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Кӗрлев ветеранӗ яланлӑха асра юлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 05.03.2018 11:40 | 1909 хут пӑхнӑ
Персона

2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче 1919-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ, юлашки ҫулсенче Шупашкарта пурӑннӑ виҫӗ вӑрҫӑ ветеранӗ, педагог, чылай орден-медаль кавалерӗ Яковлев Алексей Алексеевич ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Алексей Яковлев ӗмӗр тӑршшӗпех ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма, ҫӗршывшӑн кар тӑма чӗнсе каланӑ. Штанашри 7 класлӑ шкул хыҫҫӑн 1932 ҫулта Етӗрнери педтехникума вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн 2 ҫул хушши Етӗрне районӗнче шкулта ӗҫленӗ. 1938 ҫултан пуҫласа 1946 ҫулччен ҫарта пулнӑ. Танкист вӑрҫӑра 4 хутчен аманнӑ, 2 хутчен ун контузи тӳсме тивнӗ, танкра чутах ҫунса кайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗри шкулта истори учителӗ пулса ӗҫленӗ (1946–1969), ҫав хушӑрах Шупашкарти пединститутран кӗретсӗр мелпе вӗренсе тухнӑ (1948–1953). 1969–1979-мӗш ҫулсенче вӑл Шупашкарти 33-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Пенсие тухсан та килте ларман ветеран, Етӗрне районӗнчи Засурскинчи лаша савутӗнче тӑрӑшнӑ (1979–1990).

Вӑрҫӑ ветеранӗ хӑйӗн тӑван Кӗрлев ялне те манса кайман, ял уявне 2 хутчен килме пултарнӑ. Вӑрҫӑра ун Георгий Жуковпа тӗл пулма тивнӗ, нумаях пулмасть Владимир Путинпа та Мускаври тӗлпулура асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

Вӑрҫӑ паттӑрӗсенчен пирӗн ӑрӑвӑн вӗренмелли нумай, мӗн чухлӗ йывӑрлӑх, вут-ҫулӑм витӗр тухса шӑраннӑ ҫынсем хӑйсен шӑписене пӗртте ӳпкелешмен, шав малалла тапаланнӑ та тапаланнӑ. 99 ҫула кӑштах пурӑнса ҫитеймен Алексей Алексеевич Яковлев хӑйӗн ӗмӗрӗнче мӗн чухлӗ ырӑ ӗҫ туса хӑварнӑ!

Эпир унӑн сӑнарне яланах асра тытӑпӑр.

#Кӗрлев, #ветерансем, #ҫухатусем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Етӗрне районӗ, #Штанаш, #Мисчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем