Чӑваш Ен кӑҫал Республика кунне ирттересси пирки халех шухӑшлама тытӑннӑ. Тӑван тӑрӑхӑмӑршӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑма хатӗрленес тӗллевпе нумаях пулмасть Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухнӑ.
Уяв вӑхӑтӗнче ытти ҫулхиллех тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Ҫав шутра — «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль те. Анчах кӑҫал унӑн программине палӑрмаллах улшӑну кӗртме палӑртнӑ. Фестивале хутшӑнакансем ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри районсем тӑрӑх тухса кайӗҫ. Унта вӗсем концертсем лартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Тепӗр кунне ҫӗршыври ӑстасен пултарулӑхӗпе Шупашкарта киленӗпӗр.
Кӑҫал фестивале Болгарирен те килмелле. Ҫакна Чӑваш Ен культура министрӗ Константин Яковлев каланӑ.